
Хальхи вӑхӑтра машинӑсӑр ҫемье ҫук та темелле. Килсерен пӗрер машина ҫеҫ те мар, хӑшӗсенче аслисен кашнин пӗрер автомобиль.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Алексей Григорьев машина ванмасӑр пулмассине аван ӑнланса ӑнланать ҫеҫ мар, ҫавна май ку енӗпе вӑл укҫа ӗҫлесе илме шухӑш тытнӑ. Арҫын патшалӑхпа социаллӑ контракт ҫырса хӑйӗн ӗҫне уҫма шухӑш тытнӑ. Ӗҫе вӑл 2025 ҫулта пуҫӑннӑ. Халӗ Григорьевсен ҫемйине ку ӗҫ самай кӗмӗл парать. Ун патне машина юсаттарма пыракансем те кӑмӑллӑ юлаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ.
Алексей Григорьев автомобиле юсать тата кузова ҫӗнетет. «Чи кирли — хӑраса та шикленсе тӑмалла мар. Выртан каска мӑкланнӑ тесе ахальтен каламан вӗт», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Алексей йышши чӗрӗ те вӑр-вар ҫынсем.

Вӑрмар округӗнче 31 ҫулти хӗрарӑма хирӗҫ ҫул ҫине тухса тепӗр машинӑран иртсе кайма тӑнӑшӑн водитель правинчен хӑтарнӑ. Кайран вӑл правасӑрах машинӑпа ҫӳренӗшӗн пӗрре мар явап тытнӑ.
Анчах уншӑн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вал каллех руль умне ларнӑ. Ӑна Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче пакунлисем чарнӑ.
Суд ӑна 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хӗрарӑма 1,5 ҫул права памӗҫ. Кунсӑр пуҫне 2 млн тӑракан машинина патшалӑх валли конфискациленӗ.

Вӑрмар округӗнчи хӗрарӑм харпӑр клиникӑра ФГДС тунӑ хыҫҫӑн вилнӗ.
Ку 2022 ҫулта пулнӑ. Хӗрарӑм ҫак процедурӑна тума Шупашкарти медцентра кайнӑ.
Тухтӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пациенткӑн шалти органне сиенлетнӗ. Анчах медпулӑшу паман, ҫавӑн пекех киле янӑ. Темиҫе кунран хӗрарӑм больницӑра вилнӗ.
ФГДС тунӑ тухтӑра тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Клиникӑран вара 2 миллион тенкӗ шыраса илнӗ.
Анчах вилнӗ хӗрарӑмӑн тӑванӗсем приговорпа килӗшмен – Аслӑ суда апелляци панӑ. Кун хыҫҫӑн приговора улӑштарнӑ: тухтӑра 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакансене тухтӑрсем ҫӗнӗ йышши мелпе операци туса ура татассинчен ҫӑлса хӑварма пуҫланӑ. Атеросклерозӑн чи йывӑр хӑрушлӑхӗнчен пӗри — ура ишемийӗ.
Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 60 ҫулти Маргаритӑшӑн 50 утӑм утасси те чӗр нуша пулнӑ. Унӑн уринчи юн тымарӗсенчен 80 процентӗнче юн ҫывӑрса ларнӑ. Хӗрарӑм урасӑр юласран пуринчен ытла хӑранӑ.
Кальциленсе ларнӑ юн тымарӗсене Республикӑн кардиодиспансерӗнчи мобильлӗ атеротомӗ пулӑшнипе тасатнӑ. Пӗр сехете яхӑн пыракан операци хыҫҫӑн пациентсем тепӗр куннех ура ҫине тӑраҫҫӗ, утса ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ иккен.

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗнсе каймалла кӗвӗҫ чунлӑ пулнӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхине 40-ри арҫын хӑй килӗштерекен хӗрарӑмӑн ашшӗ-амӑшӗн килӗ умӗнче хайхи унчченхи упӑшкипе хирӗҫсе кайнӑ. Ӑна вӑл пӑрӑҫлӑ баллонран сирпӗтнӗ. Сӑмах май каласан, унччен вӑл хӗрарӑма хӗненӗ, ӑна уншӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Хальхинче арҫынна суд 7 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗр ҫуралнӑ кун, Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн 2025 ҫулхи лауреачӗсем паллӑ пулчӗҫ.
Вӗсем — Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн гуманитари кафедрин профессорӗ, истори наукисен докторӗ Ирина Витальевна Сухарева-Саригель («Чӑвашлӑха аталантарассишӗн нумай ҫул ҫине тӑрса тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, наукӑра, юрӑ-кӗвӗ ӳнерӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн») тата Санкт-Петербургри чӑвашсен Наципе культура автономийӗн предселателӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валериан Анатольевич Гаврилов («Чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, тӗрлӗ ҫулсенче Мурманск облаҫӗнче тата Санкт-Петербургри чӑвашсен пӗрлӗхӗсене ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑшӑн»).
И.В.Сухарева-Саригель 1969 ҫулта Пушкӑртстанри Аурказӑ районӗнчи Накатак ятлӑ ялта ҫуралнӑ, хальхи вӑхӑтра Шупашкарта пурӑнать, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӑй хурать.
В.А. Гаврилов 1962 ҫулта Чӑваш Республикинчи Вӑрмар райӗнӗнчи Пысӑк Енкасси ялӗнче тӗнчене килнӗ, нумай ҫул Мурманскра ӗҫлесе пурӑннӑ, юлашки ҫулсенче Санкт-Петербургра пурӑнать, Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну тытать.

Чӑваш Енре тепӗр обьекта регион пӗлтӗрӗшлӗ культура еткерлӗхӗн йышне кӗртнӗ. Сӑмах – Вӑрмар округӗнчи Кавалти прихут училищи пирки.
Хальхи вӑхӑтра унта шкул ӗҫлет. Унӑн проектне 1912 ҫулта хатӗрлесе пӗтернӗ, 1924 ҫулта хӑпартса лартнӑ. Ӑна тунӑ ҫӗрте тыткӑна лекнӗ австриецсем, чехсем, нимӗҫсем ӗҫленӗ. Вӗсен йышӗнче вара архитекторсем те, строительсем те пулнӑ. Унӑн фасадне эклектика стилӗпе тунӑ.
Ҫурта культура еткерлӗхӗн обьекчӗсен шутне кӗртни ӑна ишсе антарасран, ӑна улӑштарасран сыхлӗ.

Чӑваш кӗнеке издательстви виҫӗ ҫул ӗнтӗ чӑвашла роман ҫыракансен конкурсне ирттерет. Унта суйласа илнӗ чи лайӑх ӗҫе кайран кун ҫути кӑтартаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи конкурсра Ангелина Павловскаян «Ҫутӑ ӗмӗт ҫунатлӑ» алҫырӑвӗ мала тухнӑ. Халӗ ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви кун ҫути кӑтартнӑ.
Ангелина Павловская 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри библиотекарьсем хатӗрлекен техникумра, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Куславкка районӗнчи Карачри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхи учителӗ, Куславккара комсомол райкомӗнче 1-мӗш секретарьте, унтан Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫутӗҫ пайӗн инспекторӗнче ӗҫленӗ, Шупашкарти 45-мӗш шкулта, 1-мӗш гимназире ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Малтанхи тӗрленчӗкӗсем «Пионер сасси» хаҫатра, «Хатӗр пул» журналта пичетленнӗ, «Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре» повеҫӗ 1983 ҫулта «Ялав» журналта кун ҫути курнӑ.

Чӑваш Республикинче кӑҫал ҫӗрулми ӑнса пулнӑ, ӑна вӑхӑтра пӳлмене кӗртнӗ. Пӗтӗмпе республикӑра 121,5 пин тонна ҫӗрулми туса илнӗ.
Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 7,2 процент нумайрах. Тухӑҫӗ фермерсемпе ял хуҫалӑхӗсене чӑннипех те савантарнӑ: пӗр гектартан вӑтамран 297,4 центнер ҫӗрулми пуҫтарнӑ. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, 18 процент нумайрах.
Ҫӗрулми нумай ларатссипе кӑҫал Патӑрьел тата Комсомольски округӗсем малта пулнӑ. Вӑрмар тата Елчӗк округӗсем вара чи пысӑк тухӑҫ туса илнӗ.

Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Михаил Сорокин паян 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл травматологи уйрӑмне 51 ҫул ертсе пынӑ.
Михаил Сорокин Вӑрмар районӗнчи Эҫпепе ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Сӑр юханшывӗ хӗррине окоп чавма кайнӑ. Кайран ӑна фронта илнӗ. Пӗр ҫапӑҫу унӑн шухӑшне тӗпрен улӑштарнӑ – вӑл пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарма палӑртнӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан Михаил Григорьевич Хусанти мединститутра вӗреннӗ, унтан – Ленинградри аслӑ шкулта.
